Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чун вӗҫевӗ. Полет души» нотӑланӑ юрӑ пуххи пичетленсе тухнӑ.
Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм авторӗ – Валентина Тарават (Валентина Николаевна Игнатьева), Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыравҫӑсен союзӗн членӗ (1995), Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1996), Чӑваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийӗн членӗ (1996), Чӗмпӗр облаҫӗн хисеплӗ гражданинӗ (2007), «Браво, Маэстро!» преми лауреачӗ (2023). Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн музыка редакторӗ – Александр Васильев, издательство редакторӗ – Ольга Иванова, художникӗ – Дмитрий Литаврин. Тиражӗ – 800 экземпляр.
Нотӑланӑ юрӑ пуххине Валентина Тарават кӗвӗленӗ хайлавсем кӗнӗ. Сӑввисен авторӗсем – Валентина Тарават, Анатолий Ырьят, Николай Ларионов, Раиса Сарпи, Олег Прокопьев, Анатолий Чебанов, Галина Матвеева, Надежда Силпи, Любовь Мартьянова, Светлана Матлина. Ачасем валли ҫырнӑ произведенисем те пур.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Художник 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Капкӑн» сатира журналӗнче ӗҫленӗ.
Владимир Агеев — СССР Хкдожниксен союзӗн членӗ (1970). Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ (1977), Чӑваш АССР халӑх художникӗ (1986), К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗ лауреачӗ (1981). Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑланӑ.
Пичет ҫурчӗн акт залӗнче «Петр Егоров – наш современник» ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ.
Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна П.Е. Егоров зодчий ячӗллӗ «Ӑрусен астӑвӑмӗ» культурӑпа истори еткерлӗхӗн фончӗн учредителӗ тата директорӗ Евгений Дмитриев пухса хатӗрленӗ. Яваплӑ редакторӗ – Атнер Хусанкай, издательство редакторӗ – Владимир Степанов.
«Ку кӑларӑм – монографи мар, ӑна историлле тата публицистикӑлла кӑларӑм тесен тӗрӗсрех пулӗ. Унта историксен, ӳнер, тӑван ен тӗпчевҫисен, Шупашкар, Мускав, Питӗр тата Таллин хулисенчи чиркӳсенче тӑрӑшкансен статйисем кӗнӗ. Вӗсем архитектор мӗнле ҫемьре ҫуралса ӳснине, ӑҫта вӗреннине, пултарулӑх ҫулӗ ҫине еплерех тухнине каласа параҫҫӗ, унӑн еткерлӗхӗпе туллин паллаштараҫҫӗ», – тесе палӑртнӑ кӑларӑма пухса хатӗрленӗ Евгений Дмитриев.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» литература конкурсне ирттерессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: ӗҫсене ярса пама кая юлман-ха. Вӗсене 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен fed_ol@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Е Шупашкарти Чӑваш кӗнеке издательствине илсе ҫитерсе памалла.
Конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла пулмалла. Конкурса халиччен пичетленмен хайлавсемпе хутшӑнмалла. Вӗсен тематики ирӗклӗ. Калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран ытла мар пулмлала мар.
«Хайлавсем ҫырма Арсений Тарасовпа Владимир Степанов писательсем хавхалантараҫҫӗ мана», — тенӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗнче Юрий Исаев. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче унта авторӑн «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» кӗнекине хӑтланӑ.
«Хайлавсем ҫырма Арсений Тарасовпа Владимир Степанов писательсем хавхалантараҫҫӗ мана. Хамшӑн кӑсӑклӑ пулӑмсене сӑнарлатса пама тӑрӑшрӑм. Атте сӑнарӗ тӗпре. Вӑл, сӑмахран, «Пан улми», «Пиҫен тӑшманӗ» калавсенче тӗл пулать. Шӳтлӗ япаласем те пур. «Шӑртлӑ сысна хӳри» – хампа пулса иртнӗ истори. Ман геройсем ытларах чухне – арҫынсем. Вӗсен шӑпи, кулянӑвӗ мала тухать. Юрату ҫинчен ҫырма пӗлместӗп эпӗ», – тенӗ Юрий Исаев.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Унта авторӑн 29 хайлавӗ кӗнӗ. Кӗнекере халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсем те тӗл пулаҫҫӗ: мунча такмакӗсем («Ачалӑхӑм»), туй юррисем («Туй чечекӗ»), Сурхури сӑввисем («Шуйттан вӑййи»), салтак юррисем («Асатте ҫырӑвӗсем»).
Константин Малышев – Тутарстанра пурӑнакан чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи, блогерӗ. Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ, 2023 ҫултанпа – Раҫҫейри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чувашия: вехи истории и современность» парне пуххи хатӗрленӗ. Комплекта кӗнеке-альбом тата наци эрешӗпе капӑрлатнӑ шӑнкӑрав кӗрет.
Пичет кӑларӑмӗ нумай нациллӗ Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать. Кӗнекене Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов ученӑй-историксем пухса хатӗрленӗ.
Кӑларӑм республика хӑнисемшӗн паха парне пулассине шанаҫҫӗ.
Комплект хакӗ – 5460 тенкӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сцена ҫинче те — пурнӑҫ» ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта 10 ҫыравҫӑ пьесине кӗртнӗ. Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене пӗлтӗр Чӑваш Енӗн Культура министерстви регионсем хушшинче ирттернӗ конкурсран суйласа илнӗ.
Кӗнекене 5 авторӑн (Александр Пӑртан, Николай Сидоровӑн, Рита Артин, Надежда Кириллован, Арсений Тарасовӑн) ҫитӗннисем валли ҫырнӑ пӗрер пьеси кӗнӗ. Ҫавӑн чухлех пьеса — ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисем. Вӗсен авторӗсем — Александр Пӑртта, Марина Карягина, Николай Сидоров, Левтина Марье, Владислав Николаев.
Чӑваш Енӗн наци библиотекин «Варкӑш» клубӗнче ӗнер «Сухви сехмечӗсем» кӗнекене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, издательствӑра ӑна «Алран алла» ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ярӑмпа унччен виҫӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӗсене пурне те Галина Антонова редактор пухса, редакцилесе хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма Микиш Павӑлӗн, Петӗр Львовӑн, Виталий Енӗшӗн, Геннадий Мальцевӑн, Григорий Лучӑн пысӑках мар сатирӑллӑ хайлавӗсем, Николай Мартыновӑн, Юлия Силэмӑн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсем — совет саманинче ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑсем.
«Варкӑш» клуба пухӑннисене Галина Антонова пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ятсене манӑҫа кӑларас мар тесе ҫӗнӗ кӗнекене кӗртнӗ. «Пӗрлехи сборниксенче те пулин вӗсем ҫинчен аса илтерес килет», — тенӗ вӑл.
Шупашкарта нумаях пулмасть «Чӑваш романӗн» ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерессине, ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнассине эпр унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унӑн тӗллевӗ – хальхи чӑваш литературине тата пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсене аталантарасси.
«Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ ҫулталӑк ытла пынӑ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе жюри членӗсем тимлӗ паллашнӑ хыҫҫӑн Аркадий Русаковӑн «Турхан сӑмахӗ» ал ҫырӑвне пысӑка хурса хакланӑ. Ҫитес ҫул вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче уйрӑм кӗнекен кун ҫути курӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |